Илгышевская сельская библиотека

 

Наименование показателей

Данные показателей (на 01.01.2020)

ФИО, должность

Черендеева Вера Ильинична – гл. библиотекарь

График работы

Понедельник - пятница: 10.00 - 17.00,

перерыв: 12.00 - 13.00,

суббота: 9.00 - 15.00, без перерыва,

выходной – воскресенье.

 

Адрес библиотеки

4299256, Чувашская Республика, Аликовский район, д. Илгышево, ул. Школьная,  д.1

Дата открытия библиотеки

1954

Дата создания модельной библиотеки

03.10. 2006

Площадь библиотеки, кв.м.

71

Количество читателей

500

Количество посещений

8102

Дкументовыдача

14057

Фонд библиотеки

9405

Библиотечные пункты

1 (д. Тимирзькасы)

Клубы по интересам

 Клубное объединение « Мастерилка»  ( для взрослых)

E-mail

89373825782@mail.ru

Номер телефона

8 (83535) 22-1- 28

История библиотеки

   История библиотеки     Тимĕрçкасси ял библиотеки 1954 мĕш çулта уçǎлнǎ. Малтанах вǎл, Изванкǎри «30 лет РКК» колхозпа пĕрлешнĕ хыççǎн, пушаннǎ канцеляри пÿлĕмĕнче вырǎн тупать. Юнашар пÿлĕмре клуб çурчĕ.  Библиотека пĕрремĕш çулсенчех культура центǎрĕ пулса тǎрать.  Пиллĕк ялтан, 700-ре яхǎн вулакан çÿреме пуçлать.     Пĕрремĕш библиотекарь пулса Григорьева Лидия Григорьевна ĕçлеме пуçлать. Вǎл Изванкǎ ялĕнчен пулнǎ,  халĕ Азаматра пурǎнать.  Нумай çулсем хушши Элĕкри ачасен библиотекинче ĕçлесе тивĕçлĕ канǎва тухрĕ.      1955- мĕш  çулта (виçĕ уйǎх), 1956 мĕш çулта нарǎс – раштав уйăхĕсенче Курмашов Аркадий Антонович ĕçленĕ. Вǎл купǎспа ǎста вылянǎ. Çавǎнпа вǎл хор коллективĕ пуçтарать. Районти юрǎ уявĕнче пĕрремĕш вырǎн çĕнсе илеççĕ те, республикǎри ĕçпе юрǎ уявĕнче хутшǎнма тивĕçлĕ пулаççĕ.      Вǎл вǎхǎтра вулав çуртне хаçат – журнал вулама кǎна çÿремеççĕ, шашкǎ – шахмǎтла, домино выляççĕ, юрǎ, драма кружокĕсене ял çыннисем хаваспах хутшǎнаççĕ.     1958- мĕш çулта Кучеров Петр Спиридонович (Уйкас ялĕнчен) ĕçлет, ун хыççǎн – Родиков Семен Федорович (пĕчĕк Йǎлкǎш ялĕнчен) кǎштах ĕçлет.      1959 – 1961 -мĕш çулсенче Йǎлкǎш ял хĕрĕ Порфирьева (Козлова) Раиса Порфирьевна ĕçлет. Кайран та,  Ураскилт салине качча кайсан, вǎл унта библиотекарьте тǎрǎшать. Лайǎх ĕçленĕшĕн ǎна «Чǎваш Республикин культурǎн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята параççĕ.      1961 – 1995 мĕш  çулсенче, 34 çул хушши пĕр улшǎнмасǎр, Тимĕрçкассии библиотекинче Александрова Вера Александровна тимлет, мĕн чирлесе çут тĕнчерен каиччен. Вǎл ĕçленĕ вǎхǎтра массǎллǎ мероприятисем нумай иртетчĕç, интереслĕ кĕнекесем тǎрǎх вулакансен конференцийĕсем пулатчĕç, ялсем тǎрǎх  çÿресе çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштаратчĕç, тǎтǎшах фермǎсенчи «хĕрлĕ кĕтессенче», йĕтемсем  çинче курма пулатчĕ ǎна, механизаторсен паркĕнче, шкулта час – часах пулнǎ вǎл. Упǎшки баянпа вылянǎ май, вǎл ертсе пынипе концертсем, спектакльсем лартатчĕç, юнашар ялсене вĕсемпе тухса çÿренĕ.     1972 мĕш çулта вулав çуртне пысǎклатаççĕ, çĕнетеççĕ.     1995 – 1996 мĕш çулсенче библиотекǎра Мǎн Выла хĕрĕ Алиса Семенова ĕçлет. Вǎл Элĕкри ачасен библиотекине ĕçлеме куçсан, 1996 – 1998 меш çулсенче, Изванкǎран çак яла качча килнĕ, ятарлǎ пĕлÿ илнĕ, Любовь Григорьевна Фомина заведующи  пулса тǎрǎшать. Тĕрлĕ сǎлтавсене пула Элĕк шкулĕнчи библиотекǎна куçать.

        1998 -2006  мĕш çулсенче Изванка ялĕнчи Николаев Владимир Ильич библиотека ĕçĕсене йĕркелесе пырать.      Патшалǎх пулǎшĕвĕпе, республика президенчĕ витĕм кÿнипе, районти тата вырǎнти  влаçсем тǎрǎшнипе Йǎлкǎш библиотеки 2006 мĕш çулта моделлĕ библиотека пулса тǎчĕ.   

  2006 – 2007 мĕш çулсенче Тимĕрçкассии хĕрĕ Алина Иванова ĕçлет.  Кĕçех Алина качча кайса Шупашкар хулинче пурǎнма пуçлать. Ун вырǎнне Йǎлкǎш хĕрĕ Матвеева Марина йǎшǎнса юлать. Марина та çулталǎк та пилĕк уйǎх хушши ĕçлесен, хулана кайма шутлать, аслǎ пĕлÿ илме «Волго – Вятски академине» вĕренме кĕрет.       

2009 мĕш çулти кǎрлач 15-мĕш числинчен пуçласа Митрофанова Н.А.  заведующи пулса ĕçлеме пуçлать.

 

 2013 мĕш çултан пуçласа Черендеева Вера Ильинична теп библиотекарь пулса ӗҫлет.