- И. Я. Яковлевăн çемьи

«Çемьере эпĕ арăмра та, хамăн ачасемнче те ăраскал тупрăм»

Арăмĕ

1870 ç., Хусан университетĕнче пĕлу пухнă чухнех, Иван Яковлевич Н. И. Ильминскипе тата унăн çемьипе паллашать, унта усрав хĕр Екатерина Алексеевна Бобровникова (1861 ç. юпан 2-мĕшĕнче çур.) ӳснĕ пулнă. Çичĕ çул иртсен 16 çулхи Екатерина, хусанти хĕрарăм гимназинче вĕренсе тухнăскер, чăваш шкулĕсен 29 çулхи инспекторне Иван Яковлева качча тухать.

Екатерина Алексеевна килте кăна мар вăй хунă. 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрарăм уйрăмĕ уçăлнă, каярахпа вăл унти ĕçсене ертсе пынă, хăйĕн упăшкипе пĕрле вĕрентӳçĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.

Ачисем

1878 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Яковлевсен çемьинче пĕрремĕш пепке çуралать, ăна Алексей аслашшĕ ятне параççĕ. Каярах Натали, Лиди, Николай тата Александр çут тĕнчене килеççĕ. Вĕсем шутĕнчен Наташăпа Саша ача чухнех вилнĕ.

  • Алексей Иванович Яковлев (1878—1951) — паллă историк, СССР ĂА пайташ-корресподенчĕ, СССР Патшалăх парнин лауреачĕ;
  • Николай Иванович (1883—1949) — ту ĕçĕсен инженерĕ, вăрçă конструкторĕ, музыковед;
  • Лидия Ивановна (1881—1942) — филолог тата тăлмач.

Мăнукĕсем

Ăрăва тăсакан тивĕçлĕ çынсем — О. А. Яковлева мăнукĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, И. А. Яковлев мăнукĕ физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ. Икĕ хĕр мăнукĕ: Е. А. Некрасова — ӳнер тишкерӳ тухтăрĕ, А. А. Некрасова — Театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн профессорĕ. И. Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче те паллă ятлисем пур. А. Б. Покровская — Раççей Федерацин халăх артисчĕ, А. Б. Покровский — Мускав консерваторин концертмейстерĕ, В. В. Павлов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Е. В. Павлова — ӳнер тишкерĕвĕн кандидачĕ, Франсуаза Варе — медицина профессорĕ (Франци), М. О. Ефремов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Л. Д. Некрасова — мускав ен тишкерӳçи, ӳнер тишкерӳçи. Ку чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн ăрăвĕн улттăмĕш сыпăкĕ.