- Кун- çулĕ
Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстан Республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Унăн амăшĕ, Анастасия Макарова, хресчен çемйинчен пулнă. Вăл Иван Яковлевича çуратсан виçĕ кунтан вилсе кайнă. Унтан И. Я. Яковлева, сĕм тăлăха, Пахомовсен çемйи усрава илнĕ. Иван Яковлевича усрав ашшĕпе амăшĕ тĕрлĕ ĕçе вĕрентнĕ. Вăл ытти арçын ачасемпе пĕрле каçпа лаша çитерме выртмана кайнă. Çулла тата кĕркунне аслисемпе пĕрле Теччĕ хулине хăяр тата çĕр улми сутма çÿренĕ. Лашапа уй-хир сÿреленĕ, ыраш акнă, çулнă, лашасене шыв ĕçтерме кайнă. Иван Яковлевич шкула кайиччен Хаким ятлă тутарпа кĕтÿ кĕтнĕ. Вăл Ваньăна тутар чĕлхине, флейта калама, пушă явма, çăпата хуçма вĕрентнĕ.
Сакăр çула çитсен, И. Я. Яковлева хиртенех Пăрăнтăкри шкула вěренме илсе кайнă. Пăрăнтăкра Иван Мушкеев хушаматлă вырăс хресченě патěнче пурăннă. Çак çемье те ăна, тăлăхскере, питě лайăх пăхнă. Вырăс çыннисен çемьери ырă йăлисем те И. Я. Яковлевшăн ěмĕр асăнмалăх пулнă.
1860 çулта И. Я. Яковлев Пăрăнтăкри шкултан вěренсе тухнă, пěлÿ тěлěшпе вăл чи малти пулнă. Çавăнпа та ăна малалла вěренме Чěмпěрти мишавайсен шкулне янă. Ку шкулта вăл виçě çул вěреннě. Шкула лайăх вěренсе тухнă хыççăн, вăл виçě çула яхăн тěрлě кěпěрнесем тăрăх çěр виçсе çÿренě.
Чěмпěр, Хусан, Самар кěпěрнисенче ěçлесе çÿренě чух, И. Я. Яковлев вырăс, чăваш, тутар, мари, мордва ялěсенче пулнă. Тěрлě халăхсем пурăнакан вырăнсенче çÿрени, тěрлě халăхсен çыннисемпе тěл пулса калаçни, вěсен йăлисемпе паллашни И. Я. Яковлевăн тавракурăмне анлăлатнă.
И. Я. Яковлев лайăх чухланă: халăха çутта кăларас тесен, унăн хăйěн пысăк вěреннě çын пулмалла. Ниме пăхмасăр вăл малалла тапаланнă, епле пулсан та гимназие вěренме кěресшěн тăрăшнă. Пысăк йывăрлăхсене çěнтерсе, И. Я. Яковлев, вырăс çыннисем пулăшнине пула, удел департаментěнчен ěçрен тухнă та Чĕмпěрти гимназие вěренме кěнě.
Гимназире малтанхи çул вěреннě чухнех, вăл чăвашсен пуçламăш шкулсем кăна мар, гимназисемпе аслă шкулсем те пулмалли çинчен шухăшлама-ěмěтленме пуçланă. Чăвашсен пěрремěш шкулне хăех уçма шут тытнă. Ку шухăша пурнăçлас тěлěшпе вăйне шеллемесěр ěçленě.
И. Я. Яковлев Чěмпěрти гимназин улттăмěш класěнче вěреннě чух виçě чăваш ачине ялтан хăй патне чěнсе илнě те вěсене вěрентме пуçланă. Ăна ку ěçре кулленех унăн юлташěсем – ырă кăмăллă вырăс ачисем Панаевпа Соколов пулăшса пынă. Çапла вара чăваш халăхне çутта кăларас ěçе пуçарса янă кунтанах, И. Я. Яковлев вырăс çыннисенчен пулăшу илсе тăнă. И Я. Яковлев хăй туса хунă шкулăн малтанхи тапхăрне «шкул-хваттер» тесе каланă. «Шкул-хваттер» чăн-чăн шкул пулса тăтăр тесе, ăна И. Н. Ульянов, 1869 çулта Чěмпěре куçса килнěскер, сахал мар пулăшнă. Иван Яковлевич хĕр ачасене вěрентес ěçе пуçарса ярасшăн нумай тăрăшнă. Ун шучěпе, ÿссе пыракан ăрăва тěрěс пăхса çитěнтерес ěçре хěр арăмсем пысăк вырăн йышăнаса шаннă. Чăнах та, И. Н. Ульянов пулăшнине пула, 1878 çулта чăваш шкулěнче хĕрачасен уйрăмне уçма май килнě. «Арçын ачасен шкулě пекех, хěрачасен шкулě те малтан уйрăм çынсем панă укçапа пурăнчě. Эпě ăна хамăн хваттерте вырнаçтартăм, вěрентессе хам арăм вěрентетчě», тесе çырнă И. Я. Яковлев каярахпа.
Университет пěтерсен, И. Я. Яковлева Хусанти вěрентÿ округěнчи чăваш шкулěсен инспекторě туса хунă. Çак вăхăтран пуçласа вăл хăй туса хунă шкула тěреклетес, чăваш ялěсенче çěнě шкулсем уçас тěлěшпе, учительсен педагогикăлла культурин шайне кулленех ÿстерсе пырас тěлěшпе пěр тăтăшах ырми-канми ěçленě.
1917 çул тěлне Атăл тăрăхěнче чăвашсен 1200 пуçламăш тата икě класлă шкулсем 20 пулнă, вěсенче чăваш учителěсем 1800 çынна яхăн ěçленě.
И. Я. Яковлев чăваш çырулăхěн, чăвашсен илемлĕ литературин никĕсне хываканě. Кирек мĕнле халăхăн та культура чăннипех те аталанса каясси çырулăх пуçланнипе çыхăннă. Алфавит тăвас ěçре, И. Я. Яковлева Хусан университечěн студенчě – филолог В. А. Белилин пулăшса тăнă. Нумай вăхăт хушши ырми-канми ěçленě хыççăн, И. Я. Яковлев 1871 çулта чăваш алфавитне туса хунă. Çав çул пуçламăшěнчех, И. Я. Яковлев чăвашсен çěнě алфавичěпе усă курса, ачасене вěрентме букварь пичетлесе кăларнă. Иван Яковлевич тунă алфавит 1938 çулчченех улшăнмасăр тытăнса тăнă.
Чи малтанах И. Я. Яковлев «Евангелие» чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçленě. Библие куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшанă, материалĕсене пичетлеме Британ библи пĕрлешĕвне панă. Тĕн литературисĕр пуçне, вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата икĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: А. С. Пушкинăн «Полтавине», М. Ю. Лермонтовăн «Песни про купца Калашникова» поэмисене, А.Н. Толстойăн калавĕсене чăвашла куçарнă.
И. Я. Яковлев чăвашсен илемлě литературине аталантарассишěн нумай ěçленě, чăваш çыруçисене ашшě пек пăхса, вěрентсе ÿстернě. Вăл ăс парса çитĕнтернĕ сăвăçсен шутне чи малтанах К. В. Ивановпа Н. В. Васильев-Шупуççыннине кěртес пулать. И. Я. Яковлев кулленех пулăшса тăнине пула, И. И. Иванов, И. Н. Юркин, Г. А. Кореньков, М. Ф. Акимов, Ф. П. Павлов, М. Д. Трубина чăвашсен паллă ҫыравҫисем пулса тăнă.
И. Я. Яковлев кěнеке пичетлес ěçе анлăн сарса янине пула çеç, Ф. Павлăвăн «Арçури» , К. Ивановăн «Нарспи» поэмисем пěрремěш хут пичетленсе тухнă.
Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.
И. Я. Яковлев кашни çул тенě пекех 5–6 уйăх чăваш ялěсем тăрăх çÿренě. Пěр маршручě унăн питě пысăк пулнă: Чěмпěр – Тěрлемес – Бичурино – Акулево – Шупашкар – Иккасси – Ишек – Пихтулино – Турай– Етěрне – Хучаш – Элěк – Хутар – Юманай – Нурăс – Иртменкасси – Шăхасан – Елчěк – Рункă – Пăва – Кăнна Кушки – Чěмпěр. Ялтан яла çÿренě чух, И. Я. Яковлев учительсен ĕçне тěрěсленипе çеç çырлахман, унăн темěнле çынпа та тěл пулса калаçма тивнě. Вăл хăйне кура педагогика пропагандисчě те пулнă. Етěрне уездěнчи пěр яла çеç вăл виçě хутчен çитнě, кашни килмессеренех хресченсене пуçтарса ачасене хут вěрентме кирли çинчен питě витěмлě кала-кала панă, ялта шкул уçма ÿкěтленě.
Революциччен ěç халăхěшěн çакăн пек уççăнах тăрăшма хăякансем шкулсен пуçлăхěсем хушшинче сахал пулнă.
Çавăнпа та эпир тулли кăмăлпа паян та Н. И. Шелепин каланă сăмахěсене аса илсе чěререн тепěр хут калама пултаратпăр:
Хастарлă тăлăхăн хастарлă ěçě...
Чăваш халăхшěн курăнмасть вěçě...
Унăн чаплă ěçě ÿснěçем ÿсě...
Ăна чăваш çынни пурте сисě!
И.Я. Яковлев 1930 çулта вилнĕ, Мускаври Ваганьково масарĕнче пытарнă.
Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Шупашкарта Чăваш патшалăх университетĕнче çутлăхçă эткерне тĕпчекен лаборатори ĕçлет, ятарлă музей пур. И.Я. Яковлев палăкĕ Шупашкарта Чăваш наци библиотеки умĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне, И.Я. Яковлев музейĕ тăван ялĕнче те, Чĕмпĕрте те пур.