- Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем
- 1856—1860 çç. — Пăрăнтăк удел училищинче пĕлӳ пухнă
- Раштав, 1860 ç. — çу, 1863 ç. — Чĕмпĕр гимназийĕ çумĕнчи çĕр виçев-таксатор класĕнче вĕреннĕ
- Çу, 1864 ç. — раштав, 1866 ç. — удель ведомствинче хĕсметре тăрать
- 1868 ç. авăн, 1(13) — Чĕмпĕрти арçын гимназин V класне вĕренме кĕнĕ
- 1868 ç. юпа, 28 (чӳк, 9) — Чĕмпĕр шкулне никĕсленĕ
- 1870 ç. çĕртме, 25 (утă, 7) — гимназие вĕçленĕ пирки ылтăн медаль
- 1870 ç. çурла, 12 (24) — Хусан университечĕн студенчĕ пулса тăрать
- 1871—1873 çç.- чăваш çырулăхне туса ярать, чăваш шкулĕсем валли букварьпе вĕренӳ кĕнекине кăларать
- 1875 ç. çĕртме, 17 (29) — Хусан университетĕнче вĕренсе тухнин пĕлтерӳ хутне тивĕçет
- 1875 ç. çурла, 28 (авăн, 9) — Хусан вĕренӳ тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ
- 1877 ç. — Чĕмпĕр чăваш шкулне тĕп шайне куçарни
- 1877 ç. авăн, 26 (юпа, 8) — Е. А. Бобровниковăпа пĕрлешнĕ
- 1878 ç. — тĕп шкул çумĕнче хĕрарăмсен классне уçнă
- 1890 ç. — Чĕмпĕрти тĕп шкула вĕрентӳçĕсен шкулĕ шайне куçарнă
- 1901 г. — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн çумĕнче хĕрарăм педагогĕсен курсне уçнă
- 1917 ç. юпа уйăхĕ — Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулне вĕрентӳçсен семинарине куçарнă
- 1922 ç. юпа уйăхĕ — ывăлĕ патне Петрограда пурăнма куçнă
- 1923 ç., çулла — Мускава пурăнма куçнă
- 1928 ç. юпа уйăхĕ — Çуралнăранпа 80 çулне тата пĕрремĕш чăваш шкулне йĕркеленĕренпе 60 çулне уявланă.
- 1930 ç. юпа, 23 — Мускавра вилĕме кĕтсе илнĕ, Ваганьково çăвине пытарнă