3. Он - лайн – викторина «И. Я. Яковлев — аслă вĕрентекенĕмĕр»
Хисеплӗ вулакансем!
Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев 2018 ҫулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ҫуралнӑранпа 175 ҫул çитет.
Ҫавна халаласа ирттернӗ викторинӑна хутшӑнма чӗнетпӗр. Викторинӑна 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнӗ ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хуравӗсене Элӗкри тӗп библиотекӑна ака уйăхĕн 20-мĕшчен ҫак электронлӑ адреспа ҫитермелле – alik_bib@cbx.ru . Пӗтӗмлетÿ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулать.
- И.Я. Яковлев миҫемӗш ҫулта тата ӑҫта ҫуралса ÿснӗ?
- И.Я. Яковлевӑн амӑшӗ мӗн ятлӑ?
- 1856-1860 - мӗш ҫулсенче ӑҫта пӗлÿ пухнӑ?
- Чӗмпӗр шкулне миҫемӗш ҫулта никӗсленӗ?
- И.Я. Яковлев туса хатӗрленӗ пӗрремӗш «Букварь» хӑш ҫулта пичетленсе тухнӑ?
- И.Я. Яковлев хатӗрленӗ чӑваш алфавичӗ миҫе саспаллинчен тӑнӑ, вӑл хатерленӗ алфавитпа миҫемӗш ҫулччен усӑ курнӑ?
- Чӗмпӗрти Чӑваш шкулӗнче мӗнле предметсене Иван Яковлевич хӑй вӗрентнӗ?
- Чӗмпӗрти Чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисенчен камсене пӗлетӗр?
- И.Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ - хӗлӗ ҫинчен калакан мӗнле хайлавсене астӑватӑр?
- « Кӑнна Кушки… ӑна туран куратӑн
Ҫырмаллӑ ял; ял вӗҫӗнче ҫаран
Тахҫан кунта иккен тӑлӑх- туратӑн,
Кӗтÿ кӗтсе, вӑл ÿснӗ ачаран».
Ҫак йӗркесен автӑрне палӑртӑр.
- И.Я. Яковлев Элӗк шкулне аталантарас енӗпе мӗнле ӗҫсем тунӑ?
- Миҫемӗш ҫулта Элӗкри вӑтам шкула И.Я. Яковлев ятне панӑ?
- И.Я. Яковлев миҫемӗш ҫулта вилнӗ тата анна+ ӑҫта пытарнӑ?
- И.Я. Яковлев « Чӑваш халӑхне панӑ халалӗ» паянхи кун та пӗлтерешлӗ пулнине уҫса кӑтартӑр.