4. Чăваш чĕлхи кунне халалланă сценарии
Литература сехечĕ «И. Я. Яковлев ячĕллĕ шкул тата унăн паллă çыннисем»
Чăваш чĕлхи кунне халалланă сценари
1-мĕш ертсе пыракан:
Ырă кун пултăр, хисеплĕ ачасем!
Паян ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн пысăк уяв — эпир Чăваш чĕлхи кунне уявлатпар. Çак уява И.Я.Яковлев çуралнă кунĕнче паллă тăватпăр.
2-мĕш ертсе пыракан:
Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр. Вăл 1848 çулта апрелĕн 25- мĕшĕнче Тутарстанăн Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.
Яковлев чăваш çырулăхне, литературине аталанма çул уçаканĕ. Иван Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă.
1-мĕш ертсе пыракан:
Пирĕн районта 1854 çулта Элĕкри прихут училищи уçăлнă. Элĕк училищинче ун чухне 21 ача вĕреннĕ. Ăна ялсен община шучĕпе тытса тăнă. Училище заведующийĕ А. В. Смеловский священник пулнă.
2-мĕш ертсе пыракан:
Иван Яковлевич Элĕк училищине çулталăкра иккĕрен кая мар пырса кайнă. Тĕрĕслеве килсен вăл шкулта икĕ-виçĕ кунлăхах чарăннă, вĕренӳ мĕнле пынипе, училище нушисемпе туллин интересленнĕ. Инспектор Элĕкри училище хорĕ юрланине итлеме юратнă.
1-мĕш ертсе пыракан:
Инспекторта ĕçленĕ хушăрах И. Я. Яковлев учебниксем хатĕрлес енĕпе те пысăк ĕç тунă. Вăл тăрăшнипе Элĕк шкул библиотеки пĕрмаях пуянланса пынă. Литературăна Хусанти А. Дубровин, И. Башмаков, К. Алексеев тата Чĕмпĕрти К. Юргенс кĕнеке лавккисенчен çырăнса илнĕ. Кĕнекесене Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен те ярса панă. Иван Яковлев тата унпа пĕрле ĕçлекен учительсем грузи педагогĕн Я. С. Гогебашвилин «Вырăс сăмахĕ» учебникне уйрăмах килĕштернĕ. Çак кĕнекене Элĕк шкулне Иван Яковлевич хăй ярса панă.
2-мĕш ертсе пыракан:
Чăваш шкулĕн инспекторĕ Иван Яковлев шкулсене тарăн пĕлӳллĕ те пултаруллă учительсен кадрĕсемпе çиреплетессишĕн хытă тăрăшнă. Элĕкри училищĕне вăл яланах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен е Хусанти учительсен семинарийĕнчен вĕренсе тухнă педагогсене янă. Вĕсем хушшинче: В. Н. Орлов (вăл чылай çулсем хушши Элĕкри икĕ сыпăклă училищин заведующийĕ пулса ĕçлет. Вăл тимленипех халĕ ларакан икĕ хутлă шкул çуртне туса лартнă), П. В. Пазухин (композитор-революционер), М. И. Игнатьев (вăл каярахпа «Хыпар» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ), Г. Г. Лисков (композитор), М. М. Гудимов, В. С. Сергеева, Ф. Ф. Филиппов тата ыттисем. Элĕк шкулĕнче тĕрлĕрен çулсенче Чĕмпĕрте пĕлӳ илнĕ 30 учителе яхăн ĕçлени паллă.
1-мĕш ертсе пыракан:
Çакна та палăртма кăмăллă: Элĕк тăрăхĕ хăй те Чĕмпĕр шкулĕн воспитанникĕсемпе савăнсах мухтанма пултарать. Мĕншĕн тесен Чĕмпĕр шкулĕнчен Элĕк тăрăхĕнчи 60 çын ытла вĕренсе тухнă. Ытларахăшĕ вĕсенчен Элĕкри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Вĕсем хушшинче хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе ырă ята тивĕçнисем сахал мар.
2-мĕш ертсе пыракан:
- Михаил Петрович Петров (псевдоним Тинехпи) - историк, Чăваш Енри музей ĕçне пуçарса яраканĕ, наукӑпа культура деятелӗ, историпе этнографи ӗҫӗсен авторӗ. Михаил Петрович Етĕрне уесĕнчи Мăн Элмен ялĕнче çуралнă (халĕ Вăрнар районĕ). Вăл Юнтапа шкулне, Элĕкри икĕ сыпăклă училищĕне вĕреннĕ, Чĕмпĕрти чăваш учительсен шкулне, Хусанти ӑс-тӑн академине пĕтернĕ. Элĕк тăрăхĕнчи Ураскилт чиркĕвĕнче ĕçленĕ. Курмыш тата Козьмодемьянски уезчӗсенче турӑ саккунӗн вӗрентекенĕ пулнă.
- Андрей Трофимович Трофимов – педагог, наука работникӗ, чăваш ачисем валли хатĕрленĕ «Букварь» авторĕсенчен пĕри. Андрей Трофимович Етĕрне уесĕнчи Витеçуч ялĕнче çуралнă (халĕ Элĕк районĕ). Элĕк шкулĕнче учительте ĕçленĕ, Чӑваш АССР Наркомпросӗн Академи центрӗн наука сотрудникӗ пулнă. Пирĕн ентеш 30 ытла учебникпе методика пособийӗсен авторӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ, Халӑх ҫут ĕç отличникӗ.
1-мĕш ертсе пыракан:
-Элĕк районĕнчи Синер ялĕнче çуралнă Золотовсене асăнса хăварас килет - Аркадий Ивановичпа Николай Яковлевич Золотов писательсене. Вĕсем республикăра тухнă хаçат-журнал редакторĕсем пулнă. Аркадий Иванович чăваш литература критикине аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă, вырăссен классикăлла произведенийĕсене чăвашла куçарнă: Д. Фурмановăн «Чапаев» романĕ, М. Горький «Манăн университетсем», Ромен Ролланăн «Юспике» тата ыттисене те.
Николай Яковлевич «Сунталпа» «Капкăн» журналсен пирвайхи редакторĕсенчен пĕри пулнă. Çавăн пекех чăваш фольклорне пухса хатĕрлес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Николай Золотов Ленинградри СССР Наукăсен академийĕнче наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Вăл 200 ытла статьясемпе очерксем пичетленĕ.
2-мĕш ертсе пыракан:
Наум Андреевич Андреев (Урхипе) те мухтанатпăр. Вăл Ехремкасси ялĕнче 1891 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Элĕкри икĕ класслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çав шкултах икĕ çул столярта ĕçленĕ. 1909-1914 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта столяр мастерскойĕнче ĕçленĕ, арçын ачасен гимназийĕнче экстерн йĕркипе экзамен тытса учитель ятне илнĕ.1918 çулта Наум Андреевич Хусан кĕперне совечĕ çумĕнчи чăваш пайĕнче тăлмачăра ĕçленĕ. Çав хушăрах «Çĕр ĕçлекен» хаçат редакцийĕнче тимленĕ.
Шупашкара куçсан «Шурăмпуç» журнал, «Канаш» хаçат редакцийĕсенче, Чăваш кĕнеке издательствинче, Чăваш наука тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. Чăваш чĕлхин грамматикине, лексикологи, стилистика, лексикографи ыйтăвĕсемпе 40 ытла наука ĕçĕ пичетленĕ. Урхи Наумĕ нимĕçсен паллĕ поэчĕ Иоганн Вольфганг Гете çырнă «Фауст» драмăна чăвашла куçарса уйрăм кĕнеке кăларнă. Вăл вырăсларан чăвашла куçарнă кĕнекисем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Куçару ĕçĕсем хушшинче Л. Толстойăн, М. Шолоховăн, Н. Островскин, Д. М. Мамин-Мибирякăн произведенийĕсем пур.
Наум Андреевич чăваш культурипе чăваш ăслăлăхĕнче тарăн та çутă йĕр хăварчĕ. Ăна Чăваш культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят парса чысланă.
1-мĕш ертсе пыракан:
Элĕк шкулĕнчен Гурий Иванович Комиссаров – паллă чăваш этнографĕ-историкĕ, Петр Терентьевич Золотов – Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, Захар Трофимович Трофимов – генерал-майор, Яков Порфирьевич Ятманов - Чӑваш Енри ҫӗрӗҫ комиссарӗ, Семен Григорьевич Шумилов - Чӑваш Халӑх Ĕҫ комиссарӗ вĕреннĕ. Вĕсем пурте Элĕк районне кăна мар, Чăваш Республикине те аталантарас тесе нумай ĕç тунă.
1-мĕш ертсе пыракан:
1900 çулта Элĕк училищин çĕнĕ çуртне хута ярсан вĕренекенсен йышĕ палăрмаллах ӳснĕ. Сăмахран, 1891 çулта шкула 30 ялтан çӳренĕ пулсан, 1894 çулта Элĕке 54 ялтан çӳреме пуçланă, Етĕрне уесĕнчен çеç мар, юнашар уессенчен те. Çакă Элĕк шкулĕн – Хусан кĕпĕрнинчи И. Я. Яковлевăн кăтартуллă шкулĕн – авторитечĕ пысăк пулнине кăтартать.
2-мĕш ертсе пыракан:
Чăвашсен паллă просветителĕ Иван Яковлевич Яковлев ырми-канми тăрăшнипе Элĕк шкулĕ çӳлерен те çӳлерех хăпарса пынă, çĕршер çынна çутăлăх çулĕ çине кăларнă.
1-мĕш ертсе пыракан:
Чăваш халăхне çутта кăларассишĕн пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ вăл. Çавăнпа та чăвашсем унăн ятне, пархатарлă ĕçĕсене яланах асра тытаççĕ. Элĕк тăрăхĕнче пурăнакан халăх асне кĕрсе юлтăр тесе, РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн 1948 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче тухнă Указĕ тăрăх Элĕкри вăтам шкула И. Я. Яковлев ятне панă.
2-мĕш ертсе пыракан:
Паянхи литература урокĕнчи пĕлĕве тĕрĕслеме сире валли ыйтусем хатĕрлерĕмĕр.
- И.Я. Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă? ( 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, Тутар Республикинчи Кăнна-Кушки ялĕ ).
- Пирĕн районта миçемĕш çулта шкул уçнă? (1854 çулта).
- Училище заведующийĕ кам пулнă? ( А. В. Смеловский священник).
- Иван Яковлев тăрăшнипе Элĕк шкул библиотеки пĕрмаях пуянланса пынă. Литературăна ăçтан çырăнса илнĕ? (Литературăна Хусанти А. Дубровин, И. Башмаков, К. Алексеев тата Чĕмпĕрти К. Юргенс кĕнеке лавккисенчен çырăнса илнĕ. Кĕнекесене Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен те ярса панă).
- Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă çынсем Элĕк тăрăхĕнче те пысăк йĕр хăварнă. Камсем вĕсем тата мĕнпе палăрнă? (Михаил Петрович Петров - историк, Чăваш Енри музей ĕçне пуçарса яраканĕ, Андрей Трофимович Трофимов – чăваш ачисем валли хатĕрленĕ «Букварь» авторĕсенчен пĕри, Аркадий Иванович Золотов, Николай Яковлевич Золотов писательсем, республикăра тухнă хаçат-журнал редакторĕсем пулнă, Гурий Иванович Комиссаров – паллă чăваш этнографĕ-историкĕ, Петр Терентьевич Золотов – Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, Наум Андреевич Андреев (Урхи) – ăслăлăх ĕçченĕ, Захар Трофимович Трофимов – генерал-майор, Яков Порфирьевич Ятманов - Чӑваш Енри ҫӗрӗҫ комиссарӗ, Семен Григорьевич Шумилов - Ĕҫри Чӑваш Халӑх комиссарӗ тата ыттисем те вĕреннĕ).
- Михаил Петрович Петров – историкан псевдониме мĕнле? (псевдоним Тинехпи).
- Урхи Наумăн чи паллă куçару ĕçĕ мĕн ятлă? ( Иоганн Вольфганг Гете çырнă «Фауст» драма).
- Элĕк тăрăхĕнче пурăнакан халăх асне кĕрсе юлтăр тесе, Элĕкри вăтам шкула И. Я. Яковлев ятне панă. Миçемĕш çулта? (1948 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче ).
1-мĕш ертсе пыракан:
Тавтапуç, ачасем. Пурте маттур пултăр.
2-мĕш ертсе пыракан:
Çакăнпа пирĕн литература сехечĕ вĕçленчĕ. Сыва пулăр! Тепре тĕл пуличчен!
Литература:
Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ / Чувашская Республика ; [сост. Л. А. Ефимов и др. ; ред. Р. К. Игнатьева ; худож. Д. В. Литаврин]. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2009. - 636 с., [24] л. ил. : ил., портр.
Ефимов, Л. А. Элĕк енĕ: историпе краеведени
очеркĕсем / Л. А. Ефимов. - Элĕк, 1994. - 354 с.
Известные земляки. – Текст: электронный // Аликовский район Чувашской Республики: сайт. – 2016. – URL: http://old-alikov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=57&id=5903 (Дата обращения: 22.04.2022).
Культурное наследие Чувашии. – Текст: электронный // Национальная библиотека Чувашской Республики: сайт. – 2022. – URL: www.nasledie.nbchr.ru (Дата обращения: 22.04.2022).